Неделя Чувашского языка

                              Мул

                        Акросăвă

Аннÿ панă чĕлхене

Намăс халĕ пĕтерсен.

Нимĕнпе ăна чĕртме

Ÿлĕм пулмĕ ачусен.

 

Пурнăç хамăр алăра,

Ан пăрăн тÿрĕ çултан.

Нихăçан ан пул чура

Ăнсăртран пуйсан мултан.

 

Мул пулать вăл тĕрлĕрен,

Укçа тени час пĕтет.

Лайăххи çук чĕлхерен,

Анчах ăна мĕн кĕтет?

 

Упра аннÿ чĕлхине,

Пулăшсам аталанма!

Рехетлентер чĕрÿне:

Ан парсам тунсăхлама!

Татьяна Васильева вĕрентекен, Мăн Явăш шкулĕ

 

 

                            Чĕлхемĕре

 

Пин çăл куç пек – пин-пин сăмах!

Чĕлхемĕр – анлă Атăл.

Эс пурăнах, вăйна хушах,

Ĕмĕр кĕрле, ан ватăл.

 

Пин çăлтăр пек – пин-пин сăмах!

Чĕлхемĕр – çут тÿпе мĕн.

Ху халăхна çул кăтартах,

Йăл-ял çиçсем хĕлхемĕн.

 

Пин йывăç пек – пин-пин сăмах!

Чĕлхемĕр – сĕм вăрман пек.

Çÿле кармаш, пул кăрарах,

Ан çулăхтăр никам тек.

 

Пин тенкĕ пек – пин-пин сăмах!

Чĕлхемĕр мул  çÿпçи вăл.

Ан сапалан, хакна упрах –

Санпа пире те çăмăл.

Татьяна Васильева вĕрентекен, Мăн Явăш шкулĕ

Фотогалерея