Тăван сăмах – таса хěлхем

Пирěн шкулта тăван чěлхене хисеплесе йěркеленě Чăваш чěлхи эрни пырать. Кашни класра тěрлěрен интереслě ěçсем иртеççě. Шкул çулне çитмен ачасемпе те питě пысăк ěç пырать. Аслă вěрентекенěмěре, чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлева халалласа çак кунсенче Чăваш чěлхи уявне йěркелерěмěр. Питě тěплě хатěрлентěмěр: чăваш юррисене юрларăмăр, ташшисене вěрентěмěр, вăййисене аса илтěмěр. Пирěн воспитатель Р.Р. Скворцова «Çерем ватса вир акрăм» вăййа выляма вěрентрě. Чи тěлěнмелли вара – уява И.Я.Яковлев «килни». Вăл тăван халăха вěрентсе каланă халал сăмахěсене тепěр хут аса илтерчě. Ачасем пурте чăн чăваш чěреллě пулма, чěлхемěре юратма, ăна упрама тупа турěç. Пурте пěрле тăрса «Чăваш ачи чăвашах» юрра юрларěç. Чи пахи – уява ашшě-амăшěсем те, асламăшěсем те хутшăнни. Ачасене  ку уяв çěнě пěлÿпе пěрле хавас кăмăл парнелерě, тăван сăмахпа йăла-йěрке илемне туйса илме пулăшрě.