«Çĕр-пин юрă çĕр-шывĕнче» хаваслă çул-çÿрев

Паян ачасем ирех çул çÿреве тухма хатĕр, уроксем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Акă пиллĕкмĕш урокран тухмалли шăнкăрав янăраса кайрĕ, 5,6.7-мĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе лирературине вĕрентекен Васильева Т.М. тавра пуçтарăнчĕç. Татьяна Михайловна вĕсене ăнăçу  çул çÿреве ăсатрĕ. 8 класс ачисем – унăн пулăшаканĕсем, Вĕсем чарăнусенче хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Пурĕ 6 чарăну: «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахсем», «Грамматика вăййисем», «Пулас поэтсем», «Чăваш халăх юррисем», «Поэтсемпе писательсем». Çăмăл мар çул çÿрев, анчах пурте хастар. Кĕрлесе кăна тăрать шкул, никамăн та кая юлас килмест. Çапах та хальхинче  пиллěкмěшсем мала тухрĕç, маттуртарах пулчĕç.