Чăваш чěлхи! Ытла та эс илемлě!
Чăваш чěлхи çăл куçě пек таса!
Ман чěрере нихçан та эсě вилмěн,
Эп сан çинчен юрлатăп мухтаса.
Паян, И.Я.Яковлев çуралнине паллă тума, кěçěн классенче вěренекенсем Мăн Явăш ял библиотекине пухăнчěç. Ачасене шăпăр сассин кěвви чуна тыткăнларě. Библиотека ертÿçи Л.Н.Скворцова ачасене И.Я.Яковлев пурнăçěпе паллаштарчě, «Чăваш халăхне панă халал» пичетленнěренпе 100 çул çитнине палăртса хăварчě. Аслă вěрентекен пире пурне те килěштерсе, туслă пурăнма, пěр-пěрне хисеплеме, пулăшма, сăпайлă пулма, ěçе юратма чěнсе калать. Ачасем чăваш сăввисене кăмăлтан вуларěç, илемлě юррисене юрларěç, пурнăçран илнě самантсенчи сценкăсене лартса пачěç. Чăваш чěлхи уявě ачасен чěринче ырă йěр хăварчě.