«Тăван чĕлхе асамлăхĕ» викторина

Паян эпир, 7, 8 класс ачасем, Чăваш Республики тата тăван чĕлхе, çĕр-шыв историйĕ тата культури çинчен кам лайăхрах пĕлнине тĕрĕслес терĕмĕр. Уроксем хыççăн чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмне пуçтарăнтăмăр. Партăсене çавра сĕтел пек вырнаçтарнă, кашнине ыйту парса хуравне паллă туса пыма питĕ меллĕ, Ответ тĕрĕс е тĕрĕс мар пулнине ачасем хăйсемех  куçса çÿрекен таблицăна лартса пыраççĕ. Викторина вĕçленнĕ хыççăн тĕрĕс хуравсене хушса тухмалла кăна. Викторина питĕ интереслĕ иртрĕ. Мĕн чухлĕ ыйту, мĕнлисем çук пуль… Ачасем тавлашса та илеççĕ, пурин те çĕнтерÿçĕ ятне илтес килет. Вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне халалланă эрнене хастар хутшăнни, паллах, вĕсем хамăр çĕр-шыва юратнине, халăха хисепленине, йăла-йĕркене манманнине кăтартса парать. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ те çакнах çирĕплетрĕ. Çапла вара, 8 класра вĕренекен Гусева Елена «Тăван чĕлхе асамлăхĕ» викторина çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Яковлев Дмитрий иккěмěш вырăна тухрě, виççěмěш вырăнта – Николаева Ольга тата Сидорова Нина. Маттур, ачасем, эпир сирěнпе мухтанатпăр.