Тăван чěлхе – халăхăн аваллăхě

«Тăван чěлхе – тăван халăхăн  нихăçан та  иксěлми ăс-тăн  çăл куçě. Çак çăл куçран эпир мěн ачаран тумламăн-тумламăн пěлÿ илсе ÿсетпěр», - тикěссěн янăрать Лидия Николаевна библиотекарěн сасси. Мăн Явăш ял библиотекинче Чăваш чěлхи эрни пырать. Акă паян та шкул ачисем черетлě  урока пухăнчěç. Ачасемшěн кунта  интересли питě нумай. Тăван чěлхе – халăх ывăл-хěрěшěн чи çывăххи, чи илемли. Вěсем чăваш поэчěсен: Р. Сарпин, А. Юманăн, Й.Ялкирěн сăввисене илемлěн шăрантарчěç. Кунтах чăваш тěррисене ÿкернě кěнекесен куравě те пулчě. Роза Рафаиловна воспитатель ачасене чăваш тěррин илемлěхěпе, асамлăхěпе кěскен паллаштарчě. Çак  ěçсене ертсе пыракансем те, шкул ачисем те чăваш çипуçěпе килни питě савăнтарать. Эпир – чăвашсем, тěнчери чи ватă халăхсенчен пěри, пирěн тăван чěлхен ěмěрě – ěмěрсен ěмěрě.