Пултарулăх каçĕ Петĕр Хусанкайăн «Йыхрав» сăввипе уçăлчĕ. 6 класра вĕренекен Гурьева Анна ăна чуна пырса тивмелле вуларĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикипе, унăн тĕп хулипе, символěсемпе (Герб, Ялав, Гимн) паллаштаракан презентаци пулчĕ. Пĕтĕм залĕпех Çĕр-шыв Гимне шăрантарчěç. Малалла наукăпа практика конференцийĕн çентерÿçисем сăмах илчĕç. Яковлевсем Димăпа Сергей «Вучах ăшши - кил-çурт ăшши», Николаева Ольга «Уй-хирте кашлать-и тырă?..» ĕçсемпе тухса калаçрĕç. «Ниçтинчен те ытларах хумхантăмăр хамăр шкулта»,- пытармарĕç ачасем. Тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентекен инсценировкăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Ăста выляса пачĕç ачасем сцена çинче. Уяв каçĕн тепĕр пайĕ – сăвăсем илемлĕ вуласси пулчĕ. 8 класри Яковлев Всеволод хăйĕн «Чăваш чĕлхи» сăввипе паллаштарчĕ. 5 класра вĕренекен Гусева Светлана Çеçпĕл Мишшин «Чăваш ачине» сăввине тĕлĕнмелле вуларĕ. Çавăн пекех 4 класс ачисем хастар пулчĕç: Расторгуев Леонид, Елизарова Марина, Филиппова Кристина пĕрин хыççăн тепри тухрĕç сцена çине. Пултарулăх каçĕ илемлĕ юрăсем шăрантарнипе вĕçленчĕ. 5 класра вĕренекен Николаева Венера юрлани пурне те тыткăна илчĕ. Ачасем килĕсене хаваслă кăмăлпа саланчĕç: «Чăнах та, пуян пирĕн чĕлхе!»