Илеме туйма пěчěкрен хăнăхаççě

Чăваш чěлхи  çав тери çепěç, илемлě, пуян… Епле телейлě вěсем – тăван чěлхене юратакансем. Татах та телейлě чăваш халăх шăпине, йăли-йěркине, тăван чěлхен сапăрлăхне ăша хывакансем. Шкул çулне çитмен ачасем паян çав тери телейлě. Вěсем чăвашсен илемлě  эрешěсемпе паллашма шкулти краеведени музейне килсе курчěç. Кунта вěсем ěлěкхи тěрлěрен эрешпе илемлетнě чăваш кěписемпе, килте тěртнě пирсемпе, тухья, мăй çыххисемпе паллашрěç. Скворцова Р.Р. воспитатель ачасене ěлěкхи чăваш кěписем, вěсене илемлетнě эрешсен  ячěсем çинчен тěплěн ăнлантарчě. Эрешсене хăшне-пěрне вěрентнě чух усă куратпăр – çакă пÿрнесен тата алăн вěтě шăммисен хусканулăхне ÿстерет. Чăваш чěлхипе культурине  вěрентнě чух тăван халăха, унăн чěлхине, ăс пурлăхне хисеплеме вěрентет. Çак курав ачасемшěн питě интереслě пулчě.