2004 çултанпа ака уйăхěн 29-мěшěнче шкулта çулсеренех Чăваш Республикин патшалăх символěсен кунне паллă тăватпăр. Пирěн шутпа, кашни çыннăн, ачан хăйěн халăхěн йăли-йěркине ăша хывмалла, хисеплемелле, тăван тăрăхăн историне пěлмелле, патшалăх символěсене – Ялава, Герба тата Гимна (мухтав юррине) сума сумалла. Паян та ак шкул çулне çитмен ачасем ял библиотекинче «Чăваш Республикин патшалăх символěсем» слайд-шоупа паллашрěç. Ачасем Чăваш Республикин патшалăх символěсене туса хунин историне, Гимн, Герб тата Ялав авторěсем çинчен пěлчěç. Ку паллă куна хисеплесе ачасемпе пěрле вěсен ашшě-амăшěсем те пулчěç.