2004-мĕш çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа чи пĕлтерĕшлĕ уява – Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă тăватпăр. Мăн Явăш ял вулавăшĕнче Чăваш Республикин гимнĕ янăрать. Чăваш Республикин патшалăх символĕсем умĕнче паян чи пĕчĕк хăнасем – шкул çулне çитмен ачасем. Вĕсене Роза Рафаиловна воспитатель Чăваш Республикин Патшалăх гербĕпе ялавĕ, гимнĕ çинчен ăнлантарса пачĕ. Гербпа ялавăн авторĕ – Элли Юрьев художник çинчен кĕскен каласа пачĕ. Ачасем хăйсем ăçта çуралнине, Чăваш Республикин тĕп хули мĕн ятлине, Чăваш Республикин Патшалăх ялавĕ мĕншĕн сарă тĕслĕ пулнине питĕ уçăмлăн ăнлантарса пачĕç. Чăваш Республикин Патшалăх гимнĕ „Тăван Çĕр шыв” ятлă. Сăмахĕсемпе кĕввине кам çырнине те пĕлме пит интереслĕ пулчĕ шăпăрлансене. Çакăнтах вулавăш ĕçченĕ Лидия Николаевна ачасене малтанхи тата хальхи Етĕрне герб ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарчĕ. Кунтах пĕчĕк вулакансем валли кĕнеке выставки ĕçлерĕ. Ачасем хитре ÿкерчĕклĕ илемлĕ кĕнекесемпе хаваспах паллашрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем – вĕсем пирĕн халăхăн историĕ, ĕмĕрсен мухтавĕ. Çавăнпа та ачасем мĕн пĕчĕкрен хамăр халăх историне пăлсе ÿсни питĕ пĕлтерĕшлĕ.