Паян класс ертÿçисене хăйсен класĕсемпе стендсем умĕнче тăнине, хĕрсех темĕн сÿтсе явнине курма пулать. Вĕсем, паллах, Чăваш Республики, унăн тĕп-хули, символики (ялавĕ, гербĕ, гимнĕ) çинчен калаçаççĕ. Тăван Республикăн гимне пурте пĕлеççĕ, çавăнпа та хăш-хăш класран юрă-кĕвĕ сасси те илтĕнет. Вĕрентекенсем вара ытларах Тăван çĕр-шывăн историйĕ çинчен чарăнса тăчĕç. Унăн çулне-йĕрне, паллă çынсене, ялав, герб, гимн историне тĕпчерĕç. „Ăна кашнин пĕлмелле!” – çакăн пек чĕнÿпе ĕçлерĕç паян Мăн Явăш шкулĕнче.