Вăйă-викторина „Çăлтăрчăк”

Мăн Явăш шкулĕнче 5-6  класс вĕренекенĕсем паян „Çăлтăрчăк” вăйă-викторина ирттерме пуçтарăнчĕç. Хăйсем килĕшсе класс тулашĕнчи ĕçе ăмăртуллă йĕркелерĕç. Ыйтăвĕсем вара тĕрлĕрен, темĕн те пĕлмелле ачасен: тупмалли юмахсем те, ваттисен сăмахĕсене те, литературăпа грамматикăна та. Таврари курăм анлă пулмалла. Ăмăрту хĕрсех кайрĕ. Пĕрре пиллĕкмĕшсем нумай балл пуçтарса мала тухаççĕ, тепре – улттăмĕшсем. Питĕ интереслĕ пулин те, пиллĕкмĕшсем 1 балл ытларах пухса мала тухрĕç. Ачасене ку вăйă питĕ килĕшрĕ.