„Эп чăваш ачи саватăп...”

Паян Мăн Явăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрнин тепĕр кунĕ „Эп чăваш ачи саватăп...” темăпа иртрĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем хăйсен тăван чĕлхине мĕнле юратнине сцена çинче кăтартса пачĕç. Вĕсем Григорий Лучăн „Асанне каларĕ” инсценировкине питĕ ăста вĕçлерĕç. Çамрăк артистсем хăйсене сцена çинче тыткалама пĕлеççĕ, илемлĕ литература чĕлхипе таса та çепĕç калаçаççĕ. Инсценировка куракансен кăмăлне кайрĕ.