„Илемлĕ, илемлĕ...”

Паян Мăн Явăш шкулĕнче вĕренекенсем ял библиотекинче пуçтарăнчĕç. Илемлĕ вулакансен конкурсне кĕнекесем хушшинче ирттерме шутларĕç. Лидия Николаевна библиотекарь ачасене питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Ятарласа Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне йĕркеленĕ куравсемпе паллаштарчĕ. „Илемлĕ, илемлĕ...” юрăпа пуçланчĕ уяв. Конкурса Скворцова Л.Н. библиотекарьпе шкулта чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекен Васильева Т.М. ертсе пычĕç. Яковлева А.Н. тата Иванова Л.А. пуçламăш классен пултарулăх ĕçне йĕркелерĕç. Тăван çĕр-шыв, чĕлхе, тавралăх çинчен сăвă хыççăн сăвă янăрарĕ, шÿтлĕ сценкăсем те пулчĕç. 6 класра вĕренекен Николаева В. хăйĕн сăввисемпе паллаштарче. Нумай сăвă-юрă пĕлеççĕ ачасем. Çакна пурте пĕрле пăхмасăр каланă йĕркесем те çирĕплетсе пачĕç. Сăвва илемлĕ вулакансем хушшинче çаксем палăрчĕç: Гурьева А. ( 7 класс), Николаева В. (6 класс), Гусева С. (6 класс), Яковлев А. (2 класс), Михайлова Е. (2 класс) тата ыттисем те. Ачасем пурте маттур пулчĕç.