Чăваш кĕвви, чăваш тĕрри. Епле илемлĕ вĕсем, асамлă. Кĕпе умĕ тĕррисем, çанă тĕррисем, кĕпе арки тĕррисем. Унсăр пуçне сурпан, масмак, яркăч. Пурне те каласа çитерес çук. Шăп çак авалхи чăваш тăррисем çинчен пычĕ те ĕнтĕ калаçу Мăн Явăш ял вулавăшĕнче. Кунта паян шкул çулне çитмен ачасем хăйсен воспитателĕпе – Роза Рафаиловнăпа килнĕ. Ачасем хăйсен вĕрентекенĕ çине куç илмесĕр пăхаççĕ. Роза Рафаиловна ачасене Е. Жачевăн „Чăваш тĕрри” кĕнекери илемлĕ тĕрĕсен асамлăхĕпе паллаштарать. Чăн та кĕнеки те пит илемлĕ, тĕррисем тата та хитререх. Ачасене тĕлĕнмелли кунта пайтах. Акă, сăмахран тĕрĕ – сала кайăк ури, кимĕ, тÿпе, чăх ури, çăлтăрсем, шывпа вут, асамат кĕперĕ, çиçĕм – пурне те каласа пĕтерес çук. Ачасене вулавăшра питĕ килĕшрĕ. Ытармалла мар хитре ÿкерчĕклĕ кĕнекесем те, тĕрленĕ тутăрсем те питĕ килĕшрĕç ачасене.