„Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихăçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлÿ илсе ÿсетпĕр”, - тикĕссĕн янăрать Роза Рафаиловна воспитателĕн сасси. Мăн Явăш ял библиотекинче Чăваш чĕлхи эрни пырать. Акă паян та шкул çулне çитмен ачасем черетлĕ уява пухăнчĕç. Ачасемшĕн кунта интересли питĕ нумай. Тăван чĕлхе – халăх ывăл-хĕрĕшĕн чи çывăххи, чи илемли. Вĕсем чăваш поэчĕсен: Р. Сарпин, А. Юманăн, Й. Ялкирĕн, Л. Юрату сăввисене илемлĕн шăрантарчĕç. Кунтах „ Чăваш çĕрĕ – Улăп çĕрĕ” кĕнекесен куравĕ те пулчĕ. Лидия Николаевна библиотекарь ачасене „ Эпир – чăвашсем, тĕнчери чи ватă халăхсенчен пĕри, пирĕн тăван чĕлхен ĕмĕрĕ – ĕмĕрсен ĕмĕрĕ” калаçу ирттерчĕ.