Шкул библиотекинче те, ял библиотекинче те ача-пăча хĕвĕшет. Унта та, кунта та „Ытарайми тăван чĕлхе”кĕнеке-хаçат куравне йĕркеленĕ. Куравсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Çакăнтах унăн çемйин, тăванĕсен, юлташĕсен, ĕçтешĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем, аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçĕсем, Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе çыхăннă тĕрлĕ документсем. Михайлова А.Ю. тата Скворцова Л.Н библиотекарьсем ачасене тарават кĕтсе илеççĕ, интереслентерекен ыйтăвĕсем çине хуравлаççĕ, ытларах пĕлесшĕннисене тĕрлĕ хаçат-журнал, кĕнеке сĕнеççĕ. Иван Яковлевич калавĕсем пурте ăса вĕрентекен хайлавсем. Вĕсем аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма, çут çанталăка юратма, йывăрлăхсене çĕнтерме, хамăра йĕркеллĕ тытма хăнăхмалли тĕслĕх шутланаççĕ. Пирĕн шкулта халĕ пурте çав калавсене вулаççĕ.