„Тăван чĕлхе асамлăхĕ” викторина

7-8 классенче „Тăван чĕлхе асамлăхĕ” викторина иртрĕ. Вĕренекенсем нумай-нумай ыйтусем çине хуравларĕç. Ыйтăвĕсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: тăван ен культурипе çыхăннисем, чĕлхе, литература пĕлĕвне тĕрĕслекеннисем, И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне çутатма пулăшаканнисем. Ачасем нумай ыйтусем çине хуравлама пултарни савăнтарчĕ, хуравне пĕлсе класĕпе алă çĕклени хавхалантарчĕ. Викторинăна пĕтĕмлетнĕ чух çакăн пек ĕçсене час-часах туса ирттерме калаçса татăлтăмăр.