Асра юлнă кун

 

Аслă вĕрентекенĕмĕре, чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлева халалласа чăваш чĕлхи уявне йĕркелерĕмĕр. Чăваш юррине юрласа уяв картине тăтăмăр, ташшисене ташларăмăр, вăййисене аса илтĕмĕр, чăваш поэчĕсен сăввисене пăхмасăр каларăмăр. И.Яковлев тăван халăха вĕрентсе каланă Халал сăмахĕсене тепĕр хут аса илтĕмĕр. Эпир пурте чăн чăваш чĕреллĕ пулма, чĕлхемĕре юратма, ăна упрама тупа турăмăр. Нумайччен  янăрарĕ тăван юрă-кĕвĕ Мăн Явăш шкулĕнче, пĕчĕк ачасен чунне хăпартлантарчĕ. Чи пахи – уява ашшĕ-амăшĕ те хутшăнни, ачасене ку уяв çĕнĕ пĕлÿпе пĕрле хавас кăмăл парнелени, тăван сăмахпа йăла-йĕрке илемне туйса илме пулăшни.