Чăн та, пирĕн пуласлăх чĕлхере. Эпир, чăвашсем, хамăр чĕлхене юратмасан, кам тата ăна хисеплĕ, малалла аталантарĕ. Çак шухăшпах ĕнтĕ эпир те – Мăн Явăш шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем - пĕтĕм чăваш диктанчĕ çырас юхăма хутшăнас терĕмĕр. Ку диктант кăçал пĕрремĕш хут иртрĕ. Пĕр пÿлĕме пуçтарăнса лартăмăр та кĕтсе ларатпăр. Пуриншĕн те пăлхавлă свмант. Ачасемшĕн кăсăклă тата: вĕрентекенсем те вĕсемпе танах пĕлÿ шайне тĕрĕслеççĕ-çке. Çакă мар-и сапăрлăх саманчĕ? Ĕçсене янă хыççăн та ниçтан лăпланаймастпăр, кашни хăйĕн шухăшне палăртма тăрăшать. Çак çĕнĕлĕх пире хускатрĕ, пуласлăх çине урăхларах пăхма хистерĕ. Чĕлхе пулсан халăх пĕтмест, апла пулсан чĕлхене упрар. Çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне илсе çитерчĕ пире паянхи диктант.