Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ

„Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихăçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлÿ илсе ÿсетпĕр”. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать. Шкул çулне çитмен ачасем паян ял библиотекинче пухăнчĕç. Ачасемшĕн кунта интересли питĕ нумай.  Чăваш кĕнекисен куравĕ пулчĕ. Вĕсем чăваш поэчĕсен: Р. Сарпин, А. Юманăн,  К. Ивановăн  сăввисене илемлĕн шăрантарчĕç. Роза Рафаиловна  воспитатель ачасене чăваш тĕррин илемлĕхĕпе, асамлăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ.Эпир – чăвашсем, тĕнчери чи ватă халăхсенчен пĕри, пирĕн тăван чĕлхен ĕмĕрĕ – ĕмĕрсен ĕмĕрĕ.