Пирĕн шкулта паян И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă .„Чăваш чĕлхи кунĕ” пултарулăх каçĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхине юратакансем пурте пухăнчĕç уява: шкул çулне çитмен ачасемпе пуçламăш классем, аслăраххисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшсем, Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи тĕп библиотека ĕçченĕсем. Чăваш Республикин Мухтав юррине юрланă хыççăн пултарулăх каçне шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Васильева Т.М. уçрĕ. Вăл И.Я.Яковлев чăваш чĕлхишĕн тунă ĕçсем çинче тепĕр хут чарăнса тăчĕ. Малтанах чăваш поэчĕсем тăван чĕлхе çинчен çырнă сăвăсем янăрарĕç, „Çамрăк тавра пĕлÿçĕ” кружока çÿрекенсем чăваш халăх вăййисемпе паллаштарчĕç. 5 класра вĕренекен Скворцова Александра И.Я.Яковлевăн „Карчăкпа кашкăр” калавне тĕлĕнмелле илемлĕ каласа пачĕ. 6 класс вĕренекенĕсем куракансене „Вĕçкĕн Ваççа” инсценировкăпа тата вăйă юррипе савăнтарчĕç, Степанов Иван Ваççа рольне питĕ ĕненмелле вылярĕ. Шкулти çамрăк çăлтăр – районта тата республикăра иртнĕнумай конкурссен çĕнтерÿçи Яковлев Андрей шÿтлĕ сăвăсемпе тата юптарусемпе кăмăла çĕклерĕ, пурне те хавхалантарчĕ. Скворцова Л.Н. аслă библиотекарь Петĕр Хусанкайăн „Тилли юррисем” ярăмĕнчи сыпăка çĕкленÿллĕ туйăмпа вуларĕ. Пултарулăх каçĕ тивĕçлĕ шайра иртрĕ, куракансем кăмăллă юлчĕç.