Эпир хамăрăн ялавпа, гербпа, гимнпа мăнаçланатпăр

Пĕтĕм тĕнчери çĕршывсем пекех, пирĕн Чăваш Республикин те хăйĕн çĕршыв паллисем пур. Вĕсем пурте  Тăван Çĕршыв, тăван чăваш чĕлхипе çыхăннă. Чăваш патшалăх символĕсем вĕсем, пирĕн чăваш çĕршывĕн мăнаçлăхĕ, унăн визитки. Çакна ăнлантарса, вĕрентсе пыраççĕ те ĕнтĕ Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта. Шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекен воспитательница Р.Р. Скворцова ачасене Чăваш Республикин символĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕчĕк шăпăрлансене чăваш гимнĕ илемлĕн янрани те питĕ килĕшрĕ. Хăйсен воспитателĕ чăваш тумĕпе пулни те вĕсене питĕ хавхалантарчĕ. Юлашкинчен  патшалăх паллисем умăнче асăнмалăх сăнÿкерчĕк ÿкерттерчĕç. Лена Кузьмина Ю. Мишши çырнă „Чăваш çĕрĕн ачисем” ярăмри сăвва шăрантарчĕ.