Кам ÿкерчĕкĕ-ши ку!
Пит патвар та питĕ ырă?
Вăл пăхать стена çинчен
Юратса пире пит хытă?
Çулсерен ака уйăхĕнче Чăваш Республикинче Чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ. Эпир те, Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пуçламăш классенче вĕренекенсем, çак эрнене хастарлă хутшăнатпăр. Паян та акă „И.Я.Яковлев халалĕсене асра тытар” çавра сĕтел йĕри – тавра пуçтарăнтăмăр. Чи малтанах вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата унăн вĕрентĕвĕсемпе паллашрĕç. Кĕçĕн класра вĕрентекен Иванова Л.А. „Ырă çын пул” сăмах вĕççĕн кăларнă журнал хатĕрленĕ. Ачасемшĕн çак журнал питĕ вырăнлă вĕрентÿ хатĕрĕ пулса тăчĕ. Çавра сĕтел хушшинче ачасем И.Я.Яковлевăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллашрĕç, вăл çырнă хайлавсене вуларĕç. Унтан Чăваш Улăпĕн вĕрентĕвĕсене тишкерсе тухрĕç. Çак вĕрентÿсем хальхи вăхăтра та çĕнĕ ăрăва тĕтĕс çул çине тăратас ĕçре пысăк вырăн йышăнаççĕ.