Паян Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти шкул çулне çитмен ачасем ял вулавăшне хăнана килчĕç. Ачасем „Чăваш Ен – ман тăван çĕр-шыв” презентаципе паллашрĕç. Пĕтĕм тĕнчери çĕр-шывсем пекех, пирĕн Чăваш Республикин те хăйĕн çĕр-шыв паллисем пуррине, вĕсем пурте Тăван çĕр-шыв, тăван чăваш чĕлхипе çыхăннине пĕлчĕç.Чăваш патшалăх символĕсем пирĕн чăваш çĕр-шывĕн мăнаçлăхĕ, унăн визитки пулнине ăнлантарса пачĕ Р.Р. Скворцова воспитатель. Пĕчĕк шăпăрлансене чăваш Гимнĕ илемлĕн янрани те питĕ килĕшрĕ.