Хăнара „Тантăш” хаçат корреспонденчĕ

„Тантăш” хаçат шкул ачисен тусĕ, тĕрлĕ канашсем параканĕ, туслăх кĕтесĕ тесен те йăнăш пулмасть. Çавăнпа нумай ача ăна çырăнса илет, интересленсе вулать, унпа тачă çыхăну тытать. Пирĕн шкул ачисем те „Тантăш” хаçата хаваспах çырăнса илеççĕ. Ахальтен мар шкула Л.Н.Петрова корреспондент килни пурне те кăсăклантарса ячĕ. Лариса Николаевна ачасене „Тантăш” хаçат, „Самант”, „Тетте” журналсем çинчен каласа пачĕ. Вĕсенче мĕнле рубрикăсем пуррипе паллаштарчĕ. Çак хаçат-журнала почта урлă кăна мар, альтернатива мелĕпе редакци урлă тÿрех вулакансем патне çитерме май пуррине пĕлтерчĕ. Капла вăл йÿнĕрех те ларма пултарать. Килнĕ хăнана вĕренекенсем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç. Хаçатра пичетлес тесен ытларах мĕн çинчен çырмалла, ĕçĕсем мĕнлерех пулмалла? Лариса Николаевна пирĕн шкул пурнăçĕпе те интересленчĕ, активистсенчен интервью илчĕ. Сыв пуллашас умĕн хаçатăн хăш-пĕр номерĕсене валеçсе пачĕ.  Ачасем малалла та „Тантăш” хаçата, „Самант”, „Тетте” журналсене вулама, вĕсемпе çыхăну тытма хаваспах килĕшрĕç.