Хальхи вăхăтра кĕнеке вулама юратакансен шучĕ çĕр-шывĕпех чакни сисĕнет. Чăвашла кăна мар, вырăсла та вуласах каймаççĕ. Çак пулăма мĕнле те пулин, кăштах та пулин улăштарас тĕллевпе пирĕн шкулта волонтерсен „Эпир чăвашла вулатпăр” юхăмĕ ĕçлеме пуçларĕ. Чăваш чĕлхипе литература эрни тăршшĕпех аслăрах классенче вĕренекенсем хăйсен шăллĕсемпе йăмăкĕсем, кĕçĕн юлташĕсем патне чăвашла тĕрлĕ хайлавсем вуласа пама çÿрĕç. Ытларах ăса вĕрентекен, хамăра йĕркеллĕ тытма чĕнекен, çыннăн ырă мар енĕсене тиркекен калавсемпе юмахсем суйласа илчĕç волонтерсем. Ку ĕçре, паллах, И.Я.Яковлев, Г.Н.Волков хайлавĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Паян 6-мĕш класра вĕренекен Яковлев Андрейпа Расторгуев Алексей 2 класс ачисемпе тĕл пулчĕç.