Паян 5-6 классенче вĕренекенсем „Пĕлÿ шыраса” çул çÿреве тухрĕç. Çак вăйă-конкурс ачасене питĕ килĕшет. Кашни команда маршрут хутне илчĕ те станцисем тăрăх çул çÿреве тухса кайрĕ. Станцийĕсем чылай: „Писательсемпе поэтсем”, „Грамматика вăййисем”, „Пулас поэтсем”, „Ваттисен сăмахĕсем”, „Тупмалли юмахсем”, „Чăваш юррисем”, çул çинче тĕрлĕрен йывăрлăхсем тĕл пулчĕç. Вĕренекенсем нумай-нумай ыйту çине хуравларĕç. Станцисенче ачасене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç. Ыйтусем чĕлхе, литература пĕлĕвĕпе çыхăннисем, халăх сăмахлăхне епле пĕлнине тĕрĕслекеннисем, тĕнче курăм тата пултарулăх аталанăвне пур енлĕ тишкерекеннисем. Станци пуçлăхĕсем пулма 8 класс ачисем хаваспах килĕшрĕç. Хăйсен станцийĕсене çул çÿревçĕсене кĕтсе илме хатĕрлерĕç. Ачасем нумай ыйту çине хуравлама пултарни савăнтарчĕ. Çапах та 6 класс мала тухрĕ. Вăйă-конкурса пĕтĕмлетнĕ чух çакăн пек ĕçсене час-часах туса ирттерме калаçса татăлтăмăр.