Музейри экскурси

Чăваш кĕвви, чăваш тĕрри. Епле илемлĕ вĕсем, асамлă. Кĕпе умĕ тĕррисем, çанă тĕррисем, кĕпе арки тĕррисем. Унсăр пуçне сурпан, масмак, яркăч тата ытти те.  Шăп çак авалхи чăваш тĕррисем  çинчен пычĕ те ĕнтĕ калаçу Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти краеведени музейĕнче шкул çулне çитмен ачасемпе ирттернĕ экскурси вăхăтĕнче. Роза Рафаиловна воспитатель ачасене Е. Жачевăн „Чăваш тĕрри” кĕнекинчи илемлĕ тĕрĕсен асамлăхĕпе паллаштарчĕ. Музейри асатте-асаннесен тĕрленĕ кĕписене те тимлĕ сăнарĕç, тишкерчĕç.  Ачасене тĕлĕнмелли кунта пайтах. Акă, сăмахран, тĕрĕ – сала кайăк ури, чăх ури, кимĕ, тÿпе, çăлтăрсем, асамат кĕперĕ, çиçĕм – пурне те каласа пĕтерес çук. Ачасене музейра питĕ килĕшрĕ. Ытармалла мар хитре тĕрĕллĕ кĕпесем, тутăрсем...