Асамлăх тĕнчинче

Ачасенче чăваш халăхĕн паллă çыннисемпе мухтанас,  вĕсем пекех пултаруллă, хастар пулас туйăма çуратас, Тăван çĕр – шыва юратма, чĕлхене хисеплеме, сăмахлăхпа тĕрĕс усă курма вĕрентес тĕллевпе  7-8 классем хушшинче „Асамлăх тĕнчинче” вăйă-ăмăрту иртрĕ. Вăййа кăштах улăштарса вырăсла иртекен «Своя игра» евĕр йĕркелерĕмĕр. Вĕренекенсем виçĕ ушкăна мар, икĕ ушкăна пайланаççĕ (хăш класра вĕреннине кура). Кашни ушкăнăн хăйĕн ячĕ. Вăййа пурте хутшăнчĕç. Вăйă 3 тапхăрпа иртрĕ. Финалпа вĕçленчĕ. Вĕренекенсем ĕçе хастар хутшăнчĕç. Никамăн та кая тăрса юлас килмест. Ачасем тăван республикăна, паллă ентешсене пĕлнине, класс тулашĕнче те  пĕр – пĕринпе чăвашла хутшăнма, пĕр – пĕрне пулăшса ĕçлеме пултарнине палăртса хăварчĕç. Хăш-пĕр ыйтăвĕн хуравне пĕлмесен аванмарланни те сисĕнчĕ. Вырăсла ирттерекен вăйă йĕрки сыхланса пычĕ. Пирĕн вăйăра та михĕри  кушак тĕрлĕ ĕç хушрĕ. Вăйă пурне те килĕшрĕ. Виçĕ тапхăрта тата финалта пурĕ 231 балл пухса „Хĕлхем” ушкăн (8 класс) çĕнтерчĕ.