Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ

Чăвашла эп калаçатăп,

Вĕренетĕп чăвашла.

Аннене савăнтаратăп

Кунсерен эпĕ çапла.

Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихăçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлÿ илсе ÿсетпĕр. Паян шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ аслă вĕрентекенĕмĕре , чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я. Яковлева халалласа чăваш чĕлхи уявне йĕркелерĕ. Ачасем чăвашла юрăсем юрласа уяв картине тăчĕç, ташшисене ташларĕç. И. Яковлев тăван халăха вĕрентсе каланă Халал сăмахĕсене аса илчĕç. Пурте чăн чăваш чĕриллĕ пулма, чĕлхемĕре юратма, ăна упрама тупа турĕç. Нумайччен янăрарĕ тăван юрă-кĕвĕ Мăн Явăш шкулĕнче, пĕчĕк ачасен чунне хăпартлантарчĕ. Чи пахи – уява ашшĕ-амăшĕсем, асламăшĕсем те хутшăнни, ачасене ку уяв çĕнĕ пĕлÿпе пĕрле хавас кăмăл парнелени, тăван сăмахпа йăла-йĕрке илемне туйса илме пулăшни.