Чун-чĕрери сăмахсем...

Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Паян районта „Чун-чĕрери сăмахсем...”сăвă, калав, очерк пуххисене презентацилес конкурс иртрĕ. Ку конкурса пирĕн шкултан 6 класра вĕренекен Яковлев Андрей хутшăнчĕ.  Андрей пĕрремĕш класранпах Мăн Явăш шкулĕнче вăренет. Пур предметпа та  „пиллĕк” паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Шкул пурнăçне питĕ активлă хутшăнать. Уяв каçĕсене ертсе пыма, сăвăсем вулама юратать. Хăйĕн те сăвă çырас туртăм пысăк. Çырасса туйăмлă, чĕнÿллĕ сăвăсем çырма ăнтăлни сисĕнет. Андрей кĕнекесем нумай вулать, пуринпе те интересленет, тавра курăмне анлăлатма тăрăшать.Çакă сăвă çырас ĕçре ăна пысăк пулăшу парать. Паян та Андрей хăйне тивĕçлĕ тытрĕ, панă ыйтусем çине çăмăллăнах хуравларĕ, хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ,сăввисене çĕкленÿллĕ кăмăлпа вуларĕ. Куракансем ăна хапăл туса йышăнни тÿрех сисĕнчĕ. Мăн Явăш шкул коллективĕ çак пултаруллă ачана малалла та ăнăçусем сунать.