Кĕçĕн класри пĕтĕмĕшле чăваш диктанчĕ

Чăваш чĕлхи эрни пынă май, ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем те паян шкул шайĕнчи Пĕтĕмĕшле чăваш диктантне  çырма хутшăнчĕç. Диктант текстне учительсем Э.Ф. Дмитриевăн „Диктант тексчĕсен пуххинчен” суйласа илчĕç. Ку текста чăвашсен этнопедагогĕ  Г. Волков  çырнă. Вăл „Ырă ят” ятлă.  Г.Волков çак хайлава чăваш ачисене халалланă, усалпа ырра уйăрма вĕрентнĕ, тăван халăха сума суса ун ятне çÿле çĕклеме хушнă. Çавăнпа пĕрлех çак халалра ĕçе  юратма, унпа туслă пулма çырса  хăварнă. Диктанта  кĕçĕн  класри веренекенсем пурте хастар хутшăнчĕç. Чи лайăх ĕçсене палăртса хăварас килет. Вĕсем – Ловкина Татьянăн ( 2 класс), Тихонов Никитăн (3 класс), Морозова Вероникăн (4 класс) ĕçĕсем.   Çак тĕрĕслев ĕçĕ шкул ачисен тăван чĕлхен пĕлĕвĕн шайне куç кĕретех кăтартрĕ.