Паян, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн шкулта Чăваш чĕлхи кунне халалланă пысăк уяв иртрĕ. Ку уява ачасем нумай хатĕрленчĕç, питĕ кĕтрĕç. Ăна эпир „Чăваш çăлтăрĕсем” сцена искусствин конкурсĕ – классем хушшинчи ăмăрту евĕр ирттерме палăртса хунăччĕ. Акă кĕтнĕ самант та çитрĕ. Конкурс ачасемшĕн те, çитĕннисемшĕн асра юлмалли пулăма çаврăнчĕ. Кашни класс хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пĕрремĕш класс ачисем чăваш сăввисене çĕкленÿллĕн каласа пачĕç, иккĕмĕшсем ача-пăча сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕç (юрисене шăрантарчĕç, вăййисене вылярĕç), виççĕмĕш классем „Наян мулкач” сценка лартса пачĕç, тăваттăмĕш класс маттурĕсем „Йытăпа сунарçă” юмах инсценировкипе савăнтарчĕç, пиллĕкмĕшсем И.Я.Яковлевăн „Ваттисемпе çамрăксем” калавĕ тăрăх çырнă „Ваттисене сума су” инсценировкăна ăста выляса пачĕç, улттăмĕш класс артисчĕсем вара пурне те хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илчĕç, „Тилĕпе старик” юмаха çав тери ĕненмелле калăпларĕç, çиччĕмĕшсен „Чаплă парне” сценки те куракансен кăмăлне кайрĕ, саккăрмĕшсем кăтартнă „Ача килĕ – сар сăпка” сценка та хăйне май уяв парниех пулчĕ. Çавнашкалах Яковлев Андрей хăй çырнă „Шуршăл каччи” сăввипе,
Михайлова Екатерина „Тусăмпа” юррипе, Скворцова Александрапа Иванова Анжелика „Çыхă” ташшипе паянхи куна илемлетрĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă уява Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи „Выла” ансамбле çÿрекенсем те хапăл тусах хутшăнчĕç. Пĕлтĕр çак кун „Чиперук” конкурс ирттернĕччĕ, тепĕр çул хамăра мĕнпе савăнтармалли çинчен паянах шутлама пуçларăмăр.