Пĕтĕм чăваш диктанчĕ– 2016

Пĕтĕм чăваш диктанчĕ çырасси халĕ йăлана кĕчĕ тесен те йăнăш пулмасть ĕнтĕ. Эпир те, Мăн Явăш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем, кăçал та çак юхăма хутшăнмасăр юлас мар тесе шутларăмăр. Яланхи пекех чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмне пуçтарăнтăмăр, çырма хатĕрленсе лартăмăр. Малтанхи çулсенче хамăр туйăмсене çав тери пăлханса та шавлă палăртаканччĕ, халĕ вара лăпкăн шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр. Хăнăхрăмăр пулмалла, яланхи ĕç пек туйăна пуçларĕ-ши? Диктантне хăнăхатпăр пулсан та теми кашни çул çĕнни, яланах актуалли. Кăçалхи текст ячĕ – „Çăкăр хакĕ”. Никамшăн та çĕнĕлĕх мар ку темелле. Анчах шухăшлаттараканни кунта та нумай. Мĕншĕн хальхи ачасем çăкăра хаклама пĕлмеççĕ, çын ĕçне вырăна хумаççĕ? Çакăншăн эпир хамăрах айăплă мар-и? Ытла ачашласа ятăмăр-ши? „Сире ача чухне кĕленче сăпкара сиктерменни кăна, макăрнă чухне çăвара пыл хыптпрманни кăна”,  - тет автор та. Ыйтăва татса паман-ха, вăл уçă...