Паян эпир Чăваш чĕлхипе литература эрнине малалла тăсса Шупашкар хулинче пулса куртăмăр. Чи малтанах, калаçса татăлнипе килĕшÿллĕн, „Тантăш” хаçат редакцине çул тытрăмăр. Пире унта питĕ тарават кĕтсе илчĕç. „Тантăш” хаçат çинчен Лариса Николаевна Петрова корреспондент каласа пачĕ (вăл пирĕн пата нумаях пулмасть килсе кайнăччĕ). Эпир „Тантăш” хаçат редакцине экскурсие килнине пĕлсен чăвашсен паллă поэчĕ Василий Гаврилович Кошкин (Кервен) те ачасемпе калаçма питĕ хавас пулчĕ. Вăл халĕ „Тăван Атăл” журналăн редакторĕнче вăй хурать. Кервен вĕренекенсем сăвă çырнипе интересленчĕ, хăш-пĕр хайлавĕсене вуласа пама ыйтрĕ. Çамрăк çыравçăсем хаваспах килĕшрĕç. Улттăмĕш класра вĕренекен Яковлев Андрейпа çиччĕмĕш класс хĕр ачи Никандрова Татьяна пĕр турткалашса тăмасăрах хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Василий Гаврилович вĕсен ĕçне ырларĕ. Поэзи çулĕпех каяс тесен мĕн-мĕн шута илмеллине каларĕ, ытти кирлĕ канашсем пачĕ. Яковлев Андрей хăйĕн ĕçĕсене „Тантăш” хаçат редакцине хăварчĕ, халĕ кĕтмелли кăна юлать ĕнтĕ, тен, пичетлĕç те. Кунтах „Самант” журнал корреспонденчĕпе Нина Анатольевна Царыгинăпа тĕл пултăмăр. Вăл вара „Самант” журналпа, ăна кăларас тата салатас ĕçсем епле пынипе паллаштарчĕ. Ыйтусем, хуравсем ... Ниепле те час тапранса тухаймарăмăр редакцирен. Пире пуш алăпа та кăларса ямарĕç ĕçлĕ çынсем, кĕнекесем, хаçат-журнал, закладкăсем парнелерĕç. „Тантăш” хаçата мĕнлерех калăпланине те куртăмăр тухас умĕн. Вара сыв пуллашса, тав туса пуçтарăнса тухрăмăр. „Тантăш” хаçат редакцийĕ вырнаçнă çуртăн вăрăм коридорĕнче 5-мăш класăн вулав кĕнекине кĕртнĕ „Эксклюзивлă сăвăм” калав авторне Владимир Степанова тĕл пулса сывлăх сунса иртрĕмĕр.