Эпир - чăваш ачисем

Çак ятпа пуçланчĕ Мăн Явăш шкулĕнчи 4-мĕш  класра вĕренекенсен чăваш чĕлхи сехечĕ. Паян ачасем чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе, унăн илемлĕхĕпе, янравлăхĕпе мăнаçланчĕç. Вĕренекенсем валли пуçламăш класс учителĕ Яковлева А.Н. тĕрлĕрен вăйăсем хатĕрленĕ. Ачасем тăрăшсах тĕрлĕрен пуçватмăшсен, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç,    шÿтлĕ  сăвăсем вуларĕç, чăваш писателĕсемпе поэтсен ячĕсене пĕлчĕç, грамматика вăййисем вылярĕç. Кроссвордсем шутласа чĕрчунсемпе ÿсентăрансен ячĕсене чăвашла пĕлнине çирĕплетсе пачĕç. Мероприяти вĕçĕнче Эдисон Патмарăн „Сана валли, чăваш ачи” кĕнекипе паллашрĕç.