„Сывлăх çĕршывĕ” конкурс программине хутшăнса Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти пуçламăш класра вĕренекен ачасем чăваш халăх вăййисене выляма вĕренчĕç. Ку ĕçе, паллах, класс ертÿçисем А.Н.Яковлевăпа Л.А. Иванова йĕркелесе пычĕç. Вĕсем ачасене тĕрлĕ вăйă йĕркисемпе паллаштарчĕç. Çамрăк вăйăçăсем ĕлĕк асламăшсем вылянă вăйăсене юратсах вылярĕç. Уйрăмах ачасене „Çерем пăсса вир акрăм”, „Кĕтесле” тата „Уйăхпа хĕвел” вăйăсем килĕшрĕç. Çак ĕçе малалла та тăсма кирли çинчен шутларăмăр, мĕншĕн тесен кашни чăваш ачи Тăван ен историйĕпе культурине пĕлме тивĕç.