Нарăсăн 21-мĕшĕ – тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ. Кашни халăх чĕлхи – Турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш…
Çут тĕнчере 6000 ытла тĕрлĕ халăх пурăнать тесе шутлаççĕ паянхи тĕпчевçĕсем. Кашни халăх çынни харпăр хăйĕн чĕлхипе калаçса савăнать, юрлать, вулать. Çын кирек миçе ют чĕлхе пĕлсен те кашнишĕнех мĕн ачаран пупленĕ чĕлхе чи çывăххи те чи хакли пулма тивĕç. Çакна шута илсе-тĕр нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере тăван чĕлхе кунне уявлаççĕ. Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Пирĕншĕн вăл пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Пирĕн шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те ку уява паллă тăвассинчен аякра юлма шутламарĕç. Туса ирттермелли ĕçсен планне пăхса тухрĕç. Тÿрех ĕçе тытăнчĕç. Тăван чĕлхе, республика, унăн çыннисем çинчен ытларах вуласа пĕлме шкул библиотекине çул тытрĕç.
«Чи кирлĕ, чи хисеплĕ предмет вăл – тăван чĕлхе. Унта Тăван çĕр-шыв, пурнăç, тăван халăх, унăн ĕмĕчĕ, телейĕ. Ĕмĕр пурăн Тăван çĕр-шывра, ĕмĕр вĕрен тăрăшса тăван чĕлхене», - тенĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă академик Г.Н.Волков.