„Ытарайми тăван чĕлхе“ викторина

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе.

Сана, ачам, пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.

                                                                                                             Ухсай Яккăвĕ

Мăн Явăшри тĕп шкулта тăван чĕлхесен кунне халалланă эрнелĕх пырать. Паян ачасен ăс-хакăлне , тимлĕхне, шухăшлав хăнăхăвне, „сăмах хутаççине“ ÿстерес, тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе „Ытарайми тăван чĕлхе“ викторина иртрĕ. Викторинăна 6 класра вĕренекен хастар ачасем хутшăнма кăмăл турĕç. Викторинăра ачасен чăваш чĕлхи çинчен, аслă патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев çинчен, чăваш халăхĕн ытти паллă ывăл-хĕрĕ çинчен, халăх сăмахлăхĕ çинчен хăйсем мĕн пĕлнине кăтартса памалла пулчĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсен хамăр республикăпа çыхăннă ыйтусем тăрăх та пуçĕсене ĕçлеттерме тиврĕ. Çак ăмăртура Тихонова Дарья мала тухрĕ. Саламлатпăр ăна, малалла та тăрăшса вĕренме, ăнăçусем тума сунатпăр. Маттур эсĕ, Даша!