Чăвашсем мĕн авалтанах хăйсен тăван чăваш чĕлхипе калаçнă, ăна ламран лама, сыпăкран сыпăка халалласа пынă, куç пек упрама тăрăшнă. Авалтан пыракан чĕлхемĕр ĕмĕрсем хушши пуянланса, çивĕчленсе, туптанса пынă. Пиншер çул хушши чĕлхе çынсемшĕн калаçу урлă хутшăнмалли хатĕр кăна пулнă. Анчах та калаçса пĕр-пĕринпе çывăхран кăна хутшăнма пулать.Çыру вара çынсене çĕршер,пиншер çухрăм урлă хутшăнма май парать. Вăл кăна та мар,çыру ăруран ăрăва пухăнса пыракан опыта упраса хăварма, çав опытпа усă курса ăс-тăна , пĕлÿлĕхе аталантарма пулăшать.Çырулăх çурални этемлĕх историйĕнче чи пысăк çитĕнÿсенчен пĕри пулнă. Тăван чĕлхе – тăван халăхăн нихăçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăл куçран эпир мĕн ачаран тумламăн-тумламăн пĕлỹ илсе ỹсетпĕр. Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-хакăл, кăмăл никĕсĕ аталанма пуçланă. Тăван чĕлхе кунне халалласа шкулта „Тăван чĕлхе – пирĕн пуянлăх” курав йĕркелерĕмĕр. Ку курав ачасене чĕлхе епле аталанса пынипе, хамăр чĕлхен паллă тĕпчевçисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе паллашма май парать. Çак ĕçĕн тĕллевĕ – тăван чĕлхе пуянлăхне курма пулăшасси, ăна хисеплеме вĕрентесси