Тăван чĕлхе çинчен сăмах тапратсан эпир хамăр ентеш ятне, унăн вилĕмсăр ĕçĕсене асăнмасăр иртме пултараймастпăр. Нумаях пулмасть Н.И. Ашмарин çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă турăмăр. Тĕнчипе паллă чĕлхеçĕ чăваш халăхĕн асне хăйĕн вун çичĕ кĕнекеллĕ сăмахсарĕпе (словарĕпе) кĕрсе юлчĕ. Ашмарин сăмахсарĕ – хак хума çук паха ĕç. Вăл кашни чăваша тĕлĕнмелле пуянлăхĕпе савăнтарать. Н.И. Ашмарин 1870 çулта юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Етĕрне хулинче çуралнă. Вăл чăваш чĕлхине ача чухнех вĕренме пуçланă. Унăн кукашшĕ чăваш пулнă. Ачаллах амăшĕсĕр тăрса юлнă Микулай çуллахи уйăхсене кукашшĕ патĕнче ирттернĕ. Ачасемпе урамра вылянă, юрланă, чăвашла калаçса çÿренĕ. Çакă ăна кайран чĕлхе тĕпчевĕнче чаплă ĕçсем тума çул уçса панă.
Н.И. Ашмаринăн ăс-хакăл еткерĕ иксĕлми пуян. Вăл чăваш сăмахне, йăли-йĕркине, халăх чунне витĕрех пĕлсе тăнă. Тăван чĕлхе кунне халалласа 9-мĕш класра „Пирĕн ентеш – паллă чĕлхеçĕ” уçă урок иртрĕ. Ку урокра ачасем унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçрĕç, словарьсене алла илсе ĕлĕкхи сăмахсен пĕлтерĕшĕсемпе, пулăвĕсемпе паллашрĕç. Çавнашкалах Н.И. Ашмарин çырнă «Качи çăви» калава вуласа тухса тишкерчĕç.