Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ

 

Чăваш чĕлхи — тăван чĕлхе,

                                  Вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхе.

                                  Вăл ĕлĕкхи, чи авалхи

                                  Мăн асаттемĕрсен чĕлхи.

Мĕтри Мишши

Тăван чĕлхене хаклама вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе пирĕн шкулта кашни çулах Чăваш чĕлхипе литература эрни иртет. Çак эрне хушшинче нумай ĕç туса ирттеретпĕр эпир. Кăçал та чăвашсен паллă вĕрентекенĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăл куçĕ» чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Ĕç планĕ интереслĕ, ачасем хаваспах хутшăнасса шанас килет. Эрне классенче Чăваш академи драма театрĕ хатĕрленĕ «Чăваш ен, Тăван ен» телевулавпа паллашнинчен пуçланчĕ. Ку видеороликра чăваш артисчĕсем Тăван çĕр-шыв, тăван тавралăх, тăван чĕлхе çинчен питĕ илемлĕ сăвăсем вулаççĕ, чуна пырса тивмелле янăраççĕ вĕсем. Ăна пăхнă хыççăн хамăр чĕлхене, çĕр-шыва тата ытларах юратас, хамăр халăхпа тата ытларах мăнаçланас килет. Чăн та, ăмсанмалла хитре пирĕн Чăваш ен, питĕ çепĕç пирĕн чĕлхе, маттур пирĕн халăх!