Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать,
Шӑпчӑк та юрлать кунта ав чӑвашла.
Пин чӗлхеллӗ халӑх хушшинче
Калаҫса ҫӳретӗп эпӗ чӑвашла!
Чăваш чĕлхи эрни пуçланнă май, Мăн Явăшри пуçламăш класри ачасем „Чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи” класс тулашĕнчи мероприятие пуçтарăнчĕç. Ачасен тавракурăмне ÿстерес тĕллевпе класс руководителĕсем Л.А.Ивановăпа А.Н.Яковлева ĕмĕрсем хушши аталанса пыракан чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе паллаштарчĕç. Чи малтан чăваш халăхне çутта кăларакан, пĕрремĕш чăваш букварĕн авторĕ И.Я.Яковлев çинчен каласа пачĕç, ачасем валли çырнă юмахĕсемпе калавĕсене вуларĕç. Малалла ачасем телекуравра Чăваш драма театрĕн артисчĕсем вуланă чăваш поэчĕсен сăввисемпе юррисене итлерĕç. Чăваш чĕлхи пин-пин чĕлхе хушшинче сăваплă та ырă ятлă. Çавăнпа та вăл пуян, илемлĕ, янравлă та çепĕç, ырă та асамлă.