Эпир хамăрăн ялавпа, гербпа, гимнпа паллашатпăр

 

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма.

Пар чăнлăх, савăнăç, илем,

Пар – ирĕк çутăрах çунма. (Митта Ваçлейĕ)

      Мăн Явăшри шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕ „Чăваш Республикин символĕсем” презентаципе паллашрĕç. Чăваш Республикин Конституци, Герб, Ялав Гимн пуррине пĕлчĕç. Икĕ чĕлхе – вырăс тата чăваш чĕлхисем патшалăх чĕлхисем. Вĕсене 1992 çулта çирĕплетнине те астиврĕç. Пĕтĕм  тĕнчери çĕр-шывсем пекех, пирĕн Чăваш Республикин те хăйĕн çĕр-шыв паллисем пуррине, вĕсем пурте Тăван çĕр-шыв, тăван чăваш чĕлхипе çыхăннине ăнланчĕç. Чăваш патшалăх  символĕсем  пирĕн чăваш çĕр-шывĕн мăнаçлăхĕ, унăн визитки пулнине туйрĕç. Пĕчĕк шăпăрлансене чăваш ялавне сăрăсемпе хитрелетни питĕ килĕшрĕ.