Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр — çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Тÿре-шарасем чăрмав кÿнине, ытти йывăрлăхсене пăхмасăр И.Я.Яковлев хăй умне лартнă тĕллев патнелле çирĕппĕн утнă. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историе кĕрсе юлать. Кунта вĕренсе тухнă, учитель ятне илнĕ вун-вун чăваш çамрăкĕ ялсем тăрăх саланса тăван халăх хушшинче пĕлÿ сарнă. Пĕлĕвĕ вара тĕрлĕ енлĕ пулнă: вулама-çырма çеç вĕрентмен, ял хуçалăх ĕçне наука ыйтнă пек йĕркелеме те, ал ĕç ăслайĕсене те т. ыт. те хăнăхтарнă. Ахальтен мар Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр. Паян ачасем «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» район ирттерекен викторинăна хутшăнчĕç. Викторина ыйтăвĕсене кам лайăхрах хуравлĕ? Паллах, тăван халăх историне лайăх пĕлекен, çыннисене хисеплекен, тăван чĕлхене юратакан ачасем. Ăнăçу сунатпăр вĕсене!