Чăваш тĕнчи юрăра
Тата чăн калаçура.
Чăваш тĕнчи тĕрĕре,
Тĕлĕнтермĕш кĕвĕре.
Чăваш тĕнчи – эс те эп,
Хамăрăн пĕтми хисеп.
Чăваш кĕвви, чăваш тĕрри. Епле илемлĕ вĕсем, асамлă. Шкулта чăваш эрни пынă май Мăн Явăшри шкул çулне çитмен ачасем хальхи вăхăтри чăвашсен кĕпе-тумĕпе аслă асатте-асаннесен тумĕсемпе паллашрĕç. Кĕпе умĕ тĕррисем, çанă тĕррисем, кĕпе арки тĕррисем. Унсăр пуçне сурпан, масмак, яркăч. Ачасене уйрăмах алăпа илемлĕн тĕрленĕ тутăрсем, сурпансемпе масмаксем килĕшрĕç. Е. Жачевăн „Чăваш тĕрри” кĕнекинчи илемлĕ тĕрĕсен асамлăхĕпе паллашрĕç. Авалтан пыракан чăваш тĕрри паянхи куна та упранса юлнине пĕлчĕç.