Чăваш çыравçисем – ачасем валли

Чăваш чĕлхи эрни пынă май Мăн Явăшри  пуçламăш класри ачасем ялти библиотека ертÿçипе Л.Н.Скворцовăпа  литература тĕпелĕнче пуçтарăнчĕç.  Яланхи пекех тĕл-пулу çĕнĕ кĕнекесен куравăшпе паллашнипе пуçланчĕ. Чăваш çыравçисем ача-пăча валли çырнă кĕнекесен йышне пуянлатса пыраççĕ. Çĕнĕ, тин çеç издательствăран тухнă кĕнекесене ачасем  те алла тытса вулама кăмăллаççĕ. Акă паян та, Лидия Николаевна тĕрлĕ авторсем чăвашла çырнă кĕнекисемпе  ачасене паллаштарчĕ, калавĕсемпе юмахĕсене вуласа пачĕ. Уйрăмах ачасене И.Я.Яковлевăн „Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури”, А.Н.Михайловăн „Уланкӑсем ҫула тухсан”, М.Д. Ухсайăн „Улаҫка”, А.М. Ильинăн «Сывӑ-и, хӗвел!», Л.К.Кадкинăн  „Мулкач пушмакĕсем” питĕ килĕшрĕç.  Калавсенчи тĕп сăнарсем пултаруллă та вичкĕн куçлă, тавçăруллă та маттур. Ачасем те вĕсенчен тĕслĕх илме пултараççĕ. Килĕшнĕ кĕнекесене ачасем малалла вулама кăмăл турĕç.