И.Я.Яковлев тата унăн вĕрентĕвĕсем

Мăн  Явăш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 21- мĕшĕнче  1 – 4-  мĕш классенче вĕренекен ачасем  „И.Я.Яковлев тата унăн вĕрентĕвĕсем”  сăмах вĕççĕн хатĕрленĕ журналпа  паллашрĕç. Кĕçĕн класри ачасем Яковлевăн  вĕрентĕвĕсене тишкерчĕç.  Унăн вĕрентĕвĕсем кашни чăвашшăн,  пулас ăрушăн ĕмĕрсем иртнине пăхмасăрах нихçан кивелми тата тĕпсĕр çăлкуç пекех пулнине вĕренекенсем чун-чĕрепе туйса илчĕç.  Кашни вĕрентĕвĕ пире Ырă çын пулма  хистет. Ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, кĕçĕннисене кăмăл кÿме,тирпейлĕ те таса çÿреме, вăйăра та ĕçре яланах тÿрĕ кăмăллă пулмаллине асра тытма хушать.