Яковлев мăнукĕсем

Чăваш чĕлхи эрни малалла пынă май Мăн Явăшри 2 -  4-мĕш  классенче вĕренекенсем хăйсем чĕлхене пĕлнине тĕрĕслеме викторинăна хутшăнчĕç. Ачасем чăваш чĕлхин пуянлăхĕпе, унăн илемлĕхĕпе, янравлăхĕпе мăнаçланчĕç. Вĕренекенсем валли пуçламăш класс учителĕсем Л.А.Ивановăпа А.Н. Яковлева тĕрлĕрен вăйăсем хатĕрленĕ. Ачасем тăрăшсах кăсăклă пуçватмăшсен, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупрĕç,    шÿтлĕ  сăвăсем вуларĕç, чăваш çыравçисемпе сăвăçисен  ячĕсене пĕлчĕç, грамматика вăййисем вылярĕç. Кроссвордсем шутласа чĕрчунсемпе ÿсентăрансен ячĕсене чăвашла пĕлнине çирĕплетсе пачĕç. Мероприяти вĕçĕнче „И.Я. Яковлев кун-çулĕпе пултарулăхĕ” викторина результачĕсене пĕтĕмлетрĕç. 2-мĕшпе 4-мĕш  классенче вĕренекенсем Тихонов К., Пахомова Е., Григорьева В., Леонтьева М. тĕрĕс хуравсем пачĕç, çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.